Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.7 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аслӑ Таяпа

Аслӑ Таяпа (выр. Большая Таяба) — Чӑваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи ял. Аслӑ Таяпа ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Географи

Ял Елчӗк районӗн ҫурҫӗр пайӗнче, Кӗҫӗн Пӑла юханшыва юхса кӗрекен Тайпике юханшывӗн икӗ ҫыранӗпе вырнаҫнӑ. Ял таврашӗнче ҫырма-ҫатра питӗ нумай. Аслӑ Таяпаран 2 километрта 90 гектар лаптӑклӑ хутӑш вӑрман вырнаҫнӑ. Ял территорийӗнче икӗ кӳлӗ пур, ҫырмасенче вара 8 пӗве тунӑ.

Ялтан республикӑн тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 146 километр, район центрне, Елчӗк ялне ҫитме — 15 километр, чи ҫывӑхри Канаш чукун ҫул станцийӗччен — 62 километр.

Ял таврашӗнче археологи палӑкӗ — Аслӑ Таяпа хулашӗ (вӑтам ӗмӗрсем) пур. Ҫак ял хӑйне евӗрлӗ шутланать, мӗншӗн тесен унӑн Чӑваш Республикинче, Тутарстанра тата Самар облаҫӗнче вунна яхӑн сыпӑклӑ ял пур.

Историйӗ

Яла XVII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче никӗсленӗ. Пӗр версипе, ӑна Сӗве уесӗнчи Князь-Аклычев сотнинчен тарнӑ чӑвашсем йӗркеленӗ.

Ялӑн малтанхи историлле ячӗ — Покровски (Аслӑ Таяпа). 1639–1640 ҫулсенче кунти ҫынсем ҫӗрсемпе налуксӑр усӑ курни паллӑ пулнӑ. 1641 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнчи Сӗве воеводи А.И. Болтин грамоти тӑрӑх, ҫынсен ясак тӳлемелле пулнӑ.

1775 ҫулта ялта Турӑ Амӑшӗн Пукравӗн тата Николай Чудотворецӑн чиркӗвӗ уҫӑлнӑ. 1886 ҫулта земство шкулӗ, 1889 ҫулта вара земство почта станцийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. 1910 ҫулта вулӑсри ссудӑпа перекет кассине йӗркеленӗ.

1866 ҫулччен ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсем пулнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, ҫавӑн пекех тимӗрҫӗ ӗҫӗ тата ҫӑм таптасси. 1930 ҫулта К. Маркс ячӗллӗ колхоз йӗркеленӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче ялтан фронта 393 ҫынна мобилизациленӗ, вӗсенчен 203-шӗ пуҫне хунӑ. Ялта 1958 ҫулта радио, 1967 ҫулта электричество, 2004 ҫулта вара газ кӗртнӗ. 1941 ҫулта хупнӑ Турӑ Амӑшӗн Пукрав чиркӗвне 1991 ҫулта ҫӗнӗрен уҫнӑ.

Тӗрлӗ ҫулсенче ял ҫаксен йышне кӗнӗ:

Халӑх йышӗ

Ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗн улшӑнӑвӗ:

  • 1781–1783 ҫҫ.: 208 ҫын (арҫынсем);
  • 1795 ҫ.: 553 ҫын (267 арҫын, 286 хӗрарӑм);
  • 1859 ҫ.: 716 ҫын (349 арҫын, 367 хӗрарӑм);
  • 1897 ҫ.: 1206 ҫын (620 арҫын, 586 хӗрарӑм);
  • 1926 ҫ.: 1414 ҫын (649 арҫын, 765 хӗрарӑм);
  • 1939 ҫ.: 1739 ҫын (778 арҫын, 961 хӗрарӑм);
  • 1979 ҫ.: 1363 ҫын (616 арҫын, 747 хӗрарӑм);
  • 2002 ҫ.: 866 ҫын (408 арҫын, 458 хӗрарӑм);
  • 2010 ҫ.: 686 ҫын (335 арҫын, 351 хӗрарӑм).

Инфраструктура тата экономика

Вӑл ял хуҫалӑх производствин центрӗ шутланать. Унӑн территорийӗнче К. Маркс ячӗллӗ ЯХПК, «Агрофирма «Вперёд» ТМЯП тата «Агрофирма «Таябинка» ТМЯП предприятисем ӗҫлеҫҫӗ.

Аслӑ Таяпара мӗнпур кирлӗ социаллӑ объект пур:

  • вӑтам шкул;
  • ача пахчи;
  • пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ;
  • клуб;
  • вулавӑш;
  • спорт лапамӗ;
  • ҫыхӑну уйрӑмӗ;
  • 4 лавкка.

Паллӑ ҫыннисем


 
Категорисем: Аслӑ Таяпа
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-01 01:32:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем